Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Кӗрхи кун кӗлтеллӗ, ҫурхи кун ҫеҫкеллӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ӗҫ вырӑнӗсем

Персона Владимир Метелин
Владимир Метелин

Ҫӗршывӑн Президенчӗн Владимир Путинӑн паянхи хушӑвӗпе федерацин хӑш-пӗр тытӑмӗнче ӗҫлекенсене ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Ҫав йышра Чӑваш Енӗн прокурорӗ Владимир Метелин та пур. Ӑна ӗҫрен хӑтарасси ҫинчен калакан хушӑва 52-мӗш номерпе алӑ пуснӑ.

Владимир Метелин 1950 ҫулхи юпан 17-мӗшӗнче Аҫтӑрхан хулинче ҫуралнӑ. Сарӑтури юридици институтне вӗренсе пӗтернӗ. Ӗҫ биографине Кострома облаҫӗнчи Судислав поселокӗнче прокуратурӑра стажертан пуҫланӑ. 1992–2000 ҫулсенче Тутарстан Республикинче прокурор ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Чӑваш Ен прокурорне ӑна 2004 ҫулта лартнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Республикӑри ача-пӑча пульницин тӗп тухтӑрне нумаях пулмасть 20 пин тенкӗлӗх штрафланӑ. Явап тытма унӑн суд приставӗсен тытӑмӗнче тӑрӑшнӑ ҫынна ӗҫе илнӗшӗн тивнӗ. Тата тӗрӗсрех каласан, ӗҫе илнӗшӗн мар, ӗҫе илни пирки суд приставӗсен службине пӗлтерменшӗн.

Ку вара коррупципе кӗрешесси ҫинчен калакан саккуна пӑснине пӗлтерт. Кун пирки «Коррупципе кӗрешесси ҫинчен» федераци саккунӗн 12-мӗш статйин 4-мӗш пайӗнче тата РФ Ӗҫ кодексӗн 64,1 статйин 2-мӗш пайӗнче пӑхса хӑварнӑ. «Патшалӑх служащийӗсем тепӗр ӗҫе вырнаҫсан ӑна илнӗ организацин тивӗҫлӗ органсене пӗлтермелле», — терӗ республика прокуратурин коррупципе кӗрешекен пайӗн пуҫлӑхӗ Сергей Павлов.

 

Персона

Тӗрме тени тӗрӗсех мар пуль-ха. Ҫӗрпӳ районне ертсе пырать тени те тӗрӗсех мар. Сӑмахӑмӑр — Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан ҫын пирки.

Аса илтеретпӗр, район администрацийӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ 38 ҫулти Сергей Артамонова пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗнче Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумне куҫарчӗҫ. Ун хыҫҫӑн Ҫӗрпӳ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн лавне вӑхӑтлӑх туртма райадминистрацин пуҫлӑхӗн ҫумне — ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхне Борис Маркова шаннӑччӗ.

Кӑҫалтан Ҫӗрпӳ район администрацийӗн тытӑмӗнче — улшӑну. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗ — строительство пайӗн пуҫлӑхӗ тата райадминистраци пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама Александр Казакова лартнӑ. Вӑл хӑй Ҫӗрпӳре пурӑнать. Хусанти танк институтне вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн ҫар ҫынни пулнӑ. 2000 ҫулта хӑй ирӗкӗпе саппаса янӑ хыҫҫӑн Казаков Ҫӗрпӳри юсанмалли 9-мӗш колоние стажера вырнаҫнӑ. Тӗрлӗ должноҫре ӗҫлесе вӑл колони пуҫлӑхне ҫитнӗ.

 

Политика Владимир Курчин
Владимир Курчин

ЧР Ҫутҫанталӑк министерствинче — улшӑну. Ведомствӑра министрӑн ҫумне Владимир Курчина отставкӑна янӑ. Кун хушӑва кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ.

Документра должноҫран хӑтарнӑ сӑлтава палӑртман. Аса илтерер: Владимир Курчин асӑнна должноҫра 2013 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен ӗҫленӗ.

Министр ҫумӗн пуканне йышӑнсан вӑл патшалӑх экологи, вӑрман, вӑрманти пушар тӗрӗслевӗсен пайне ертсе пынӑ.

 

Культура

Шупашкар районӗнче нумаях пулмасть муниципалитетӑн хысна учрежденийӗсен ертӳҫисене палӑртма конкурс йӗркеленӗ. Пуҫлӑха лартма «Тӗп клуб тытӑмӗ» тата «Тӗп вулавӑш тытӑмӗ» ятлӑ учрежденийӗсем валли ҫын шыранӑ.

Район администрацийӗн сайтӗнчи кӗске информацие пуҫлӑх пуканӗшӗн миҫе ҫын конкурса хутшӑннине каламан. Анчах конкурс комиссийӗ вӗсенчен пӗрне те суйласа илменнине пӗлтернӗ.

Пуҫлӑха ларасшӑн конкурса хутшӑннисене документсене тавӑрса парасси пирки пӗлтернӗ. Черетлӗ конкурс каярах иртӗ ахӑртнех.

 

Политика

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Никама Пӑхӑнман Патшалӑхсен ӗҫӗ енӗпе тӑрӑшакан федераци агентствин ертӳҫипе Константин Косачевпа тӗлпулнӑ. Михаил Васильевич Косачев Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикине аталантарма пысӑк тӳпе хывнине палӑртнӑ. Ҫавна май вӑл ӑна Федераци Канашӗнче Чӑваш Енӗн элчи пулма сӗннӗ.

Константин Косачев вара Михаил Игнатьева тав тунӑ имӗш, Чӑваш Ен Элтепер сӗннине йышӑнма хирӗҫ маррине пӗлтернӗ. «Урӑх регион пирки сӑмах пынӑ тӑк, тен, шухӑшласа пӑхнӑ пулӑттӑм. Чӑваш Ен вара маншӑн иккӗмӗш тӑван ҫӗршыв пулса тӑчӗ. Шаннишӗн тав тӑватӑп, шанӑҫа тӳрре кӑларма тӑрӑшӑп», — тенӗ иккен Константин Косачев.

Тӗлпулу хыҫҫӑн Михаил Игнатьев Элтепер Косачева сенатор тивӗҫне шанасси пирки хушӑва алӑ пуснӑ.

Федераци Канашӗн Чӑваш Республикин элчине Галина Николаевана ҫак яваплӑхран хӑтарни пирки маларах /news/7803.html.

Сӑнсем (4)

 

Сывлӑх

45 ҫула ҫитмен тухтӑрсене яла кайма чармӗҫ. Унта шурӑ халат тӑхӑнса тар тӑкас шухӑшлисене унччен те ура хуман-ха. Анчах «Земство тухтӑрӗ» программӑпа патшалӑх ҫӑмӑллӑхне илес тесен 35 ҫултан ҫамрӑкраххисене кӑна суйланӑ. Килес ҫултан 45 ҫулченхисем те ҫав программӑна кӗме пултараҫҫӗ. Яла врач пулса куҫса кайсан вӗсене патшалӑх пӗр миллион тенкӗ уйӑрӗ. Хыснара ҫак тӗллевпе 3200 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Кунта сӑмах ҫӗршыв хысни пирки пырать.

Унччен яла куҫса кайнисене илсен, хӑш-пӗр ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре яла ҫав программӑпа куҫнӑ тухтӑрсенчен 11-шӗ каялла кайнӑ-мӗн. Анчах республикӑн Сывлӑх сыхлав министерствинче ҫакӑншӑн сисчӗвленмелли сӑлтав курмаҫҫӗ. Куҫса кайнине ҫемьери лару-тӑрупа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ӗҫлесе татман вӑхӑтшӑн укҫан пайне шыраса илессине пӗлтереҫҫӗ.

 

Политика Галина Николаева экс-сенатор
Галина Николаева экс-сенатор

Федераци Канашӗ Чӑваш Республикин патшалӑх влаҫӗн ӗҫ тӑвакан органӗн элчине Галина Николаевана ҫак яваплӑхран хӑтарнӑ. Вӑхӑт ҫитичченех мӗншӗн пӑрахӑҫлани пирки кӗске информацире каламан. Федераци Канашӗн ертӳҫи Валентино Матвиенко Галина Николаевана ӗҫшӗн тав тунӑ иккен тата Хисеп грамоти тыттарнӑ.

Вӑхӑт ҫитичченех элчӗ правине тепӗр ҫын тӗлӗшпе те пӑрахӑҫланӑ. Вӑл — Белгород облаҫӗн саккун кӑларакан органӗн элчи Вадим Мошкович.

Аса илтеретпӗр, Галина Николаевана Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев хушӑвӗпе 2012 ҫулхи утӑн 5-мӗшӗнче Федераци Канашӗн пайташне лартнӑ. Унччен ҫак явапа Чӑваш Енӗн пӗрремӗш Элтеперӗ Николай Федоров пурнӑҫланӑ.

 

Политика

Раштавӑн 15-мӗшӗнче Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов эрнесерен иртекен планеркӑра аппаратри тӳре-шара йышне чакарасси пирки пӗлтернӗ.

Леонид Черкесов Шупашкар хула пухӑвӗн депутачӗсене 50 процент таран чакарасси пирки каланӑ. Ҫав пушаннӑ укҫана ача пахчинче ӗҫлекенсен шалӑвне ӳстерме ярасшӑн. Кун пирки Шупашкар мэрийӗн пресс-служби пӗлтерет.

Шупашкар мэрӗ хула администрацине тата структура подразделенийӗсене виҫӗ кунра оптимизацилемелли пирки хушу панӑ. Ҫапла майпа унти тӳре-шара 10 процент чакӗ.

 

Персона Николай Алексеев тӗп редактор
Николай Алексеев тӗп редактор

Чӑваш Енӗн Информаци политикин министерстви Елчӗк районӗнчи «Елчӗк ен» район хаҫачӗн редакторне палӑртмалли конкурса пӗтӗмлетнӗ. Ҫӗнтерӳҫӗ тесе пичет кӑларӑмне чылай ҫул ертсе пынӑ Николай Алексеева пӗлтернӗ.

Николай Васильевич ҫак отралсьте виҫӗ теҫетке ҫул ытла ӗҫлет иккен. Журналистикӑри ӗҫ стажне 1981 ҫулта асӑннӑ район хаҫатӗнче корреспондентран тытӑннӑ. 2004 ҫултанпа вӑл тӗп редактор тивӗҫне пурнӑҫланӑ, тӗп редакторӑн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ, тӗп редактор пулнӑ.

Хальхи вӑхӑтра «Елчӗк ен» юнкунсерен тата шӑматкунсерен чӑвашла тухса тӑрать. Унӑн тиражӗ 4 пине яхӑн иккен. Район хаҫатне елчӗк тӑрӑхӗнче кашни пиллӗкмӗш ҫын вулать тесе ӗнентерет республикӑн Информаци политикин министерстви.

 

Страницӑсем: 1 ... 114, 115, 116, 117, 118, 119, 120, 121, 122, 123, [124], 125, 126, 127, 128, 129, 130, 131
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.11.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 759 - 761 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Чӳк, 02

1902
123
Данилов Дмитрий Данилович, литература критикӗ, вӗрентекен ҫуралнӑ.
1918
107
Макаров Дмитрий Макарович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1961
64
Никольский Николай Васильевич, «Хыпар» хаҫатӑн никӗслевҫи, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи вилнӗ.
2000
25
Асламас Анисим Васильевич, чӑваш кӗвӗҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та